Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.
Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.
Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче республикӑра икӗ палӑк уҫӑлмалла: Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халаллани тата «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ятли.
Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Раштавӑн 24-мӗшӗнче Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ астӑвӑм палӑкӗ патӗнче нихӑҫан сӳнми ҫулӑма ҫутма палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна Куславкка районӗнче ҫурла уйӑхӗнченпе тӑваҫҫӗ. Капсула хунӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑка виҫӗ уйӑхра туса пӗтересси пирки каланӑччӗ. Анчах палӑртнӑ срокра вӗҫлемен. Халӗ пӗр пайне уҫӗҫ. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑка ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла.
Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стелӑна та уҫма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрсан мероприятие урӑх куна куҫарма пултарӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр эрнере 11 ҫын гриппа чирленӗ. Кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче каланӑ.
Эпидсезон пуҫланнӑранпа республикӑра 19 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ – иртнӗ эрнере. Лабораторире тӗпченӗ 100 ҫынран 11-шӗн грипп пулни палӑрнӑ.
Грипп сарӑлнӑ май оперштаб ларӑвӗнче вакцинациленмелли пирки аса илтернӗ. Куславкка районӗнче ку енӗпе ӗҫ начартарах пырать. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски районӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче кӑтартусем пӗчӗкрех.
Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем.
Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сӗм тӗттӗмре Куславкка районӗнче кинемей ҫулпа утнӑ. Иртсе каякан водительсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Сергей Моисеев аслӑ инспектор тата Михаил Кучков инспектор вырӑна ҫитнӗ, тӗттӗм тум тӑхӑннӑ кинемее шыраса тупнӑ. Ватӑскер тӗттӗмпе лайӑх курӑнман та.
Хӗрарӑм хӑй ӑҫта пулнине, хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Полицейскисем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, водительсенчен ку кам пулма пултарни пирки ыйтса пӗлнӗ. Пӗри Куславкка районӗнчи хӗрарӑма палласа илнӗ. Вӑл ӑс-тӑнӗпе арпашӑнать-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ватӑскере тӑванӗсем патне илсе кайнӑ.
Паян ҫӗрле Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
19 сехетре Тӗп урамри йывӑҫ ҫурта ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 45 минутра пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑмпа 17 ҫӑлавҫӑ, 6 техника кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен унта пурӑннӑ мӑшӑр виллисене тупнӑ. Вӗсем 68-та тата 78 ҫулта пулнӑ.
Паянхи ир тӗлне илес тӗк, Чӑваш Енре юлашки талӑрка 7 пушар пулнӑ, ҫул-йӗр ҫинче 4 инкек сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкул кӑҫал 160 ҫулхине уявлӗ. Ӗнер вара ӑна юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавна май ятарлӑ линейка иртнӗ.
Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Куславкка районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фирдавиль Искандаров тата райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнпуҫлӑхӗ Ираида Ларионова саламланӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ шкула ачасем тӗлӗнсе те хавхаланса кӗнӗ. Пӗр енчен хӑтлӑ та ҫутӑ, тепӗр енчен ӑшӑ та типтерлӗ.
Вырӑнтисем Чӑваш Ен Правительствине ырласа та нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.
1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |